Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкара Раҫҫей халӑх артисчӗ Евгений Князев килессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине тухнӑ. Унта артист Александр Пушкинӑн повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Метель» (чӑв. Ҫил-тӑман) моноспектакле кӑтартнӑ.
Евгений Князев — Раҫҫей Федерацийӗн патшалах премийӗн лауреачӗ, Б. Щукин ячӗллӗ Театр институчӗн ректорӗ, Евгений Вахтангов ячӗллӗ театрӑн ертсе пыракан артисчӗ.
Икӗ ҫул каялла артист Шупашкар ҫыннисене Александр Пушкинӑн «Пиковая дама» повеҫӗпе лартнӑ моноспектакль кӑтартнӑччӗ.
Хальхинче моноспектакле Чӑваш симфони капеллин кӗввипе пуянлатнӑ.
Театрти каҫ Мускаври паллӑ артит чӑваш поэчӗсен сӑввисене вуланипе те асра юлнӑ.
