Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗмӗрле хулинче пуранакан Анастасия Федотова ҫак кунсенче 101 ҫул тултарнӑ.
Анастасия Михайловна Горький облаҫӗнчи Княжиха ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫамрӑхлӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ. Ҫав ҫулсенче вӑл тылра ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.
Анастасия Михайловна почтальонкӑра 5 ҫул ӗҫленӗ. 1947 ҫулта хӗр ҫемье ҫавӑрнӑ, пурӑна киле вӗсем мӑшӑрӗпе Ҫӗмӗрле хулине куҫса килнӗ. Кунта вӑл хула пульницинче 20 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Кайран вара автофургонсен комбинатӗнче вӑй хунӑ.
Паянхи кун ӗмӗр урлӑ каҫнӑ кинемей виҫӗ мӑнукӗпе тата виҫӗ кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Вӗсем ӑна юратаҫҫӗ, ӑшӑ туйӑмсем парнелеҫҫӗ.
