Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта 11-ти арҫын ачана шыраҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.10.2026 14:01 | 22 хут пӑхнӑ
Хулара
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче 11 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав служби паян пӗлтернӗ.

Ҫывӑх ҫыннисем Артем Дмитриевич Гусев ӑҫта пулнине ӗнертенпе, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнченпе, пӗлмеҫҫӗ. Арҫын ача 128 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Ӗнер вӑл хура кофта, хура жилетка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле хура сумка илнӗ.

Арҫын ачана пирки мӗнле те пулин информаци пӗлссен пӗр тӑхтамасӑр ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 8 987 668 70 81 (Виктория).

Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкар хулинче 17 ҫулти ҫамрӑка темиҫе кун шыранӑ. Ӑна, телее, тупнӑ. Вӑл Мускав хулинех ҫитнӗ, метрополитенра пулнӑ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ ӑна кӳреннипе килтен тухса кайнӑ

#Шупашкар, #шыравсем, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем