Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӑрачкав округӗнчи Анастасово ялӗнче вӑрҫӑра вилнӗ салтаксене халалласа Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫутнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче кӳршӗ Коровино тата Бахмутово ялӗсенчен 900 ытла ҫын фронта кайнӑ, вӗсенчен 437-шӗ каялла таврӑнайман.
Ку проекта «Ниме – халӑх бюджечӗ» программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма Шупашкар хулинчен, Мухтав Монументӗнчен, илсе килнӗ. Пӑрачкав округӗнчи Анастасово ялӗнче ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр» акципе килӗшӳллӗн ҫутнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Пӑрачкав округӗнче «Ниме – халӑх бюджечӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 70 проекта пурнӑҫа кӗртнӗ, пӗтӗмпе – 163,6 миллион тенкӗлӗх. Пилӗк проекчӗ вӑрҫӑ астӑвӑмӗпе ҫыхӑннӑ. Кожевенное, Семеновское, Никулино_ ялӗсенче палӑксене юсанӑ, Напольное, Анастасово ялӗсенче вара Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма ҫутма мемориасем патне газ илсе пынӑ.
