Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.5 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Мӑкшӑ культурин «Арта» фестивалӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 22.06.2026 16:37 | 16 хут пӑхнӑ
Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пӑрачкав округӗнче мӑкшӑ культурин «Арта» фестивалӗ иртнӗ. Ҫак уява ҫулсерен Напольное ялӗнче йӗркелеҫҫӗ. Унта кӑҫал та республикӑри округсенчи тат Раҫҫейри тӗрлӗ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Чӑваш Енрен ҫак округсенчен килнӗ: Йӗпреҫ, Патӑрьел тата Пӑрачкав.

Ку – историе, мӑкшӑ тата ирҫе чӗлхисене, мӑкшӑ халӑхӗн пуян культурине халалланӑ уяв. Артистсем ирҫе халӑх юррисене шӑрантарнӑ.

Уйрӑмах Йӗпреҫ округӗнчи пултарулӑх ушкӑнне палӑртмалла. Ирҫе Ҫармӑсри Алексей Рогожин ячӗллӗ вулавӑш ертӳҫи Светлана Акшарова чӗлхене тата культурӑна сарнӑшӑн «РФ финн-угр ассоциацийӗ» Раҫҫейри общество юхӑмӗн Тав хутне тивӗҫнӗ.

«Горнипов» ансамбль хастарӗсене Зоя Сергеевӑна тата Зинаида Родионовӑна «Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейин» Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. «Горнипов» ансамбль вара «Арта» фестиваль лауреачӗ пулса тӑнӑ, диплома тивӗҫнӗ.

#культура, #Пӑрачкав районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #Ирҫе Ҫармӑс, #Напольное, #фестивальсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18933
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем