Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗрпӳ округӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкас ялӗнче пурӑнакан Оксана Владимирова Чӑваш Республики шайӗнче иртнӗ «Чӑваш Енри ремесла – 2026» конкурсра «Усӑллӑ сувенир» номинацире мала тухнӑ.
Жюри пайташӗсем конкурса 109 ал ӑстинчен килнӗ 700 ытла ӗҫе пӑхса тухнӑ. Финала вара 85 ал ӑсти тухнӑ. Вӗсен хушшинче 28 ӑстана 15 номинацире палӑртнӑ.
Оксана Владимировӑн тата мала тухнӑ ытти ал ӑстисен ӗҫӗсене Мускав хулине ярӗҫ. Вӗсене унта ӳнер промыслисен «Ладья. Хӗллехи юмах – 2026» курав-ярмӑрккӑра кӑтартӗҫ. Вӑл Мускавра раштав уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче иртӗ.
