Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере юр ҫӑвӗ. Паян республикӑра тӗтре карса илнӗ. Анчах кунпа вӗҫленмест-ха ку. Кӗҫӗр тата ытларикун ҫӗрле те тӗтре карса илӗ. Ытларикун хушӑран ҫумӑр ҫуса иртӗ. Каҫ енне ҫанталӑк самай сивӗтӗ, ҫумӑрпа хутӑш йӗпе юр ҫӑма пуҫлӗ.
Юнкун ҫӗрле юр тата вӑйлӑрах ҫӑвӗ, кӑҫал пӗрремӗш хут хура ҫӗр шуралӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле те юр ҫӑвӗ. Водительсене асӑрхаттараҫҫӗ: термометр «минус» кӑтартнӑран ҫулсем шуҫлак пулӗҫ. Эппин, кустӑрмасене хӗллехи шинӑсем «тӑхӑнтартмалла». Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫил вӑйланӗ, ҫавна май 5-10 градус сивӗ пек туйӑнӗ.
Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун юр та, ҫумӑр та ҫумӗ, вырсарникун вара каллех йӗпе юр ӳкӗ. Ҫитес эрнерен ҫанталӑк лайӑхланӗ, типӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫлӗ. Хӗвел те пӗлӗтсен хыҫӗнчен тухас шанчӑк пур, анчах ҫӗрлесерен 5-10 градус таран шӑнтӗ.
