Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр хулинче ҫуралса ӳснӗ спортсмен Кирилл Исайкин пӗтӗм стильлӗ каратэ енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ.
Турнир Орел хулинче иртнӗ. Унта 31 ҫӗршыври 4027 спортсмен пухӑннӑ.
«ОК» дисциплинӑра 78 килограмм тайман арҫынсен виҫе категорийӗнче пирӗн ентеш Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче финала ҫитнӗ те иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Тата ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: ҫак кӗмӗл медаль ӑна тӗнче класлӑ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫлама май панӑ.
Сӑмах май, унччен Кирилл Исайкин тӗнче первенствинче виҫӗ хут ҫӗнтернӗ тата Раҫҫӗй чемпионатӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
