Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак кунсенче Мускав хулинче «За любовь» ятлӑ фильм (чӑв. «Юратушӑн») премьери пулнӑ.
Кинокартинӑна пирӗн ентеш Андрей Малай (Михайлов) ӳкернӗ. Вӑл Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тӗп рольсене Раҫҫейри паллӑ актерсем Ксения Бородина тата Алексей Чадов вылянӑ.
Премьерӑна курма паллӑ артистсем, режиссерсем тата юрӑҫсем килнӗ. Ку йышра Сарик Андреасян, Роза Сябитова, Олеся Судзиловская, Полина Диброва, Григорий Гладков пулнӑ.
Фильм шӑпах паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, проката тухать. Ӑна Раҫҫейри кашни кинотеатрта курма май пур.
