Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑра санитари авиацийӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Хальхинче вертолетпа пушарта шар курнӑ арҫынна Шупашкара илсе ҫитернӗ.
Улатӑр округӗнче пурӑнаканскер пиҫсе кайнӑ. Малтанах ӑна районти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хулари специалистсемпе телемедицина консультацийӗ ирттернӗ хыҫҫӑн пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма йышӑну тунӑ.
Темиҫе сехетренех ӑна хулари тухтӑрсем тӗрӗслеме, сиплеме пуҫланӑ. Арҫыннӑн кӗлеткин 35 проценчӗ тата сывлав ҫулӗсем пиҫсе кайнӑ. Хале вӑл сипленет. Кайран унӑн чылай вӑхӑт вӑй илмелле пулӗ.
