Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Искей Пайтулӗн тӑван тӑрӑхӗнче, Крансоармейски районӗнчи Сурӑмхӗрри ялӗнче, стадин уҫӑлнӑ.
Искей Пайтулӗ 17-мӗш ӗмӗрӗн варринче пурӑннӑ. Вӑл поэт та пулнӑ, ҫар ҫынни те. Степан Разинпа пӗр шухӑшлӑ пулса 1670-1671 ҫулсенчи хресчен вӑрҫине хутшӑннӑ.
Байдул Искеев Ҫӗрпӳ уесне кӗрекен Хоракассинчи (вӑл яла тепӗр майла Карайкасси те тенӗ) ҫуралнӑ, халӗ вӑл ял Крансоармейски районне кӗрет, Сурӑмхӗрри ятлӑ.
Ялти стадиона уҫма вырӑнти хастарсем, тӳре-шара, ял ҫыннисем хутшӑннӑ.
