Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре Казахстана тата Узбекистана ҫӗрулмин пӗрремӗш партине ӑсатнӑ.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ 7 фитосанитари сертификатне хатӗрленӗ. Пӗтӗмпе ҫак ҫӗршывсене 115 тонна продукци ӑсатнӑ: 97 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми тата 18 тонна ҫимелли ҫӗрулми. Пӗтӗм продукцие лабораторире тишкернӗ.
Палӑртса хӑварар: экспорта «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗн «Агропромышленноҫ комплексӗн продукцийӗн экспорчӗ» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.
