Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Хӗрлӗ Чутай районӗнчен виҫӗ вӑрҫӑ ветеранӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ракетчик пулса ҫапӑҫнӑ: Штанаш салинчи Коннов Иван Николаевич, Шулю ялӗнчи Алексей Анисимович Захаров тата Ишеккассинчи Степан Павлович Плисов. Юпан 16-мӗшӗнче Акчикасси ял тӑрӑхӗнчи Шулюри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта Алексей Анисимович Захарова халалласа шахмат турнирӗ иртнӗ.
Турнира чылай ҫын хутшӑннӑ.
Хӗрсем хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗсем:
• 1 вырӑн — Анастасия Григорьева (студентка);
• 2 вырӑн — Анастасия Инжебейкина ( 6 класс);
• 3 вырӑн — Полина Медакина (4 класс)
Арҫын ачасем хушшинче:
• 1 вырӑн — Дмитрий Мерзлайкин (6 класс);
• 2 вырӑн — Валерий Кудряшов (6 класс);
• 3 вырӑн — Константин Солдаткин (6 класс).
1–4 классем хушшинче малтисем Петр Захаров тата Светлана Инедеркина. 4–5 класри ачасем хушшинче Константин Тернев и Полина Медакина. Дмитрий Мерзлайкинпа Анастасия Инжебейкина 6–7 класс ачисем хушшинче, 8–9 класри вӗренекенсем хушшинче Вадим Розов и Александра Ходыко ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Вӗсене пурне те асӑнмалӑх медальсемпе, кубоксемпе тата Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.
Сӑнсем (26)
