Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ режиссёра пулӑшакан ӗҫе илессине пӗлтерет.
Режиссёр ассистенчӗн йӗркелу ӗҫӗпе аппаланмалла, унӑн опыт пулмасан та тем мар. Анчах ҫав ҫыннӑн ӗҫе йӗркелеме пӗлмелле, пултарулӑх коллективӗпе пӗр чӗлхе тупма ӑста пулмалла, тимлӗх кирлӗ.
Ассистентӑн репетици планне йӗркелеме хутшӑнмалла, расписанире пулса иртекен улшӑнусене сӑнасах тӑмалла, репетицисене сиктермелле мар, спектакльсемпе концертсем лартнӑ чух яваплӑ пулмалла, тӗп режиссёр хушнине пурнӑҫламалла.
Agabazar // 5582-2332
2025.02.27 21:49 | |
![]() |
Тавай, шырăр, шырăр. |
Agabazar // 5582-2332
2025.02.27 22:14 | |
![]() |
Чи кирли кунта, ман шутпа, кандидатăн чăвашла тĕрĕс те витĕмлĕ калаçма пултарасси.
Енчен те ассистент «танццевач ту», «пляссач ту», «эп каланине слушшăч ту», «эп столовăйа (буфета, кафене) схочить туса килем-ха, эсĕр унччен хăвăр кактă выкруччиваччеç, пошалстă...» текелесе пуплет пулсан, пурнăç пĕтет вара. |
Agabazar // 5582-2332
2025.02.27 22:23 | |
![]() |
Тепри кунта ассистентӑн ӗҫ вӑхӑтӗнче (репетицире) буфета е кафене йӑпшӑнма юрамасть теме пултарӗ. Анчах та айккинелле пӑрӑнасси унсӑранӑх пулма пултарать. Ытти сӑлтавсемпе. Вара ун пек чухне ҫак ассистент ак ҫапла калаҫӗ-ши арччыстсемпе: "Ман на атну минутту айккинелле пӑрӑнмалли пур-ха, эсӗр унччен хӑвӑр кактӑ выкруччиваччеҫ, пошалстӑ... Эп скорӑ килеп! Иҫвиничче!"Турӑ ан хуштӑр кун пек пулма! |