Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Культура» канал чӑваш ҫыравҫипе паллаштарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Геннадий Ахмане 16.07.2024 19:03 | 3098 хут пӑхнӑ
Культура

Паян, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 19 сехет те 45 минутра е ыран 11 сехет те 15 минутра эсир ӑҫта пулатӑр? Сирӗн ҫывӑхра телевизор, Тӗнче тетелӗпе ҫыхӑннӑ компьютер е смартфон пулсан телекурӑмӑн «Культура» каналне тупмашкӑн сӗнетӗп. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта «Письма из провинции» ярӑмри черетлӗ кӑларӑм, документлӑ фильм пуҫланать. Асӑннӑ ярӑм «Культура» каналпа 20 ҫул пырать ӗнтӗ. Чӑвашсене, пирӗн республикӑна халалланӑ кӑларӑмсем ҫав ярӑмра 2008 ҫулхи нарӑсра тата 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ. Ку хутӗнче ӳкерӳ ушкӑнӗ Тверь облаҫӗн Бологой районӗнчи Денисова Горка (Тенис Сӑрчӗ) ялне ҫитсе килнӗ.

Ҫак ял пирӗншӗн мӗнпе кӑсӑклӑ-ха? Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи тата тӑлмачи, Библин чӑвашла куҫарӑвӗн тӗп редакторӗ Ева Николаевна Лисина ҫу уйӑхӗсене (вӑтӑр ҫул ӗнтӗ) ҫак ялта ирттерет. Кӑшт ӗлӗкрех Ева Лисина пиччӗшӗн Геннадий Айхи поэтӑн ҫуллахи «резиденцийӗ» те ҫак касрах пулнӑччӗ. Вӗсен чӑваш, вырӑс тата тӗнче литературине илем кӳрекен чылай хайлавӗ шӑпах ҫак ялта ҫуралнӑ е тӗвӗленнӗ.

Эпир сирӗнпе курма тӑрӑшакан фильмӑн сӑнарӗсем: Тенис Сӑртлӑхӗ, Ева Лисина тата унӑн кӳршисем Евгения Гребеневӑпа Лев Иванов. Мӗнле ӗмӗт-шухӑшпа пурӑнать пирӗн пултаруллӑ ҫыравҫӑ? Мӗн хавхалантарать ӑна, мӗн кулянтарать, мӗн савӑнӑҫ кӳрет? Ҫакӑн йышши чылай ыйтӑвӑн хуравне «Письма из провинции: деревня Денисова Горка (Тверская область)» телекӑларӑма курсан пӗлме пулать. Кӑларӑм ҫур сехет пырать. Ӑна Алексей Айхи кӗввипе илемлетнӗ.

Аса илтеретпӗр: ҫак кӑларӑм пӗрремӗш хут пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче телеэфира тухнӑччӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ ун чухне те ӑна анонсларӗ. Эпир, ҫак кӑларӑма иртнӗ ҫул курма ӗлкӗрнисем, киленсех ҫӗнӗ куҫпа ӑна тепре пӑхӑпӑр.

«Письма из провинции: деревня Денисова Горка (Тверская область)» телекӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ Ева Николаевна Лисина кӗҫех хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать. Вӑл 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫав ятпа вара «Культура» канал ӑна халалланӑ фильмӑн тулли версине (пӗр сехет чухлӗ пыраканнине) хатӗрлет. Ӑна ҫурла уйӑхӗнче кӑтартӗҫ.

#культура, #телекӑларӑмсем, #телекурав, #анонс

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем