Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗр бюджет вырӑнне — 4 ача

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 18.08.2013 07:48 | 1670 хут пӑхнӑ

Кӑҫал пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче 10 918 бюджет вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Пӗлтӗр ҫак хисеп 11 292-пе танлашнӑ. Ҫав шутран аслӑ пӗлӳ илес текенсем валли 3 375 бюджет вырӑнӗ пулнӑ. Аслӑ шкулсене кӗме пурӗ 25 пин ытла ача заявлени панӑ. Апла пулсан ҫакӑ пӗр вырӑна 4 ача лекнине пӗлтерет.

Чӑваш патшалӑх университетне тӳлевсӗр майпа вӗренме кӗрес текенсем пӗр вырӑн пуҫне 7 ача тивнӗ, Ял хуҫалӑх академине — 6,6-ӑн, Чӑваш патшалӑх педагогика университетне — 5,6-ӑн. Абитуриентсенчен ытларахӑшӗ ҫӗр йӗркелӗвӗ тата кадастр енӗпе, электроэнергетика тата электротехника, строительство, сиплев ӗҫӗ, стоматологи, клиника психологийӗ, экономика тата юриспруденци енӗпе ӗҫлекен специалист пуласшӑн.

Шкул пӗтернисене республикӑрах хӑварас тесе математикӑпа тата физикӑпа пысӑк балл (70-тен ытларах) пухнисене пӗлтӗртенпе Чӑваш Енре ятарлӑ стипенди пама тытӑнчӗҫ. Ӑна ҫулталӑк хушши тӳлесе тӑрӗҫ. Уйӑхсеренхи унӑн виҫи 2 пин тенкӗпе танлашать. Кӑҫал ун пек баллисем 80 ача Чӑваш Енри аслӑ шкулсене суйланӑ. 70 балтан илнисем вара пӗтӗмпе 408-ӑн пулнӑ.

Рабочи профессийӗ илес текенсем 2 741 ача тупӑннӑ. Ку вӑл техникумсем, професси училищисем тата колледжсем планпа илмелли хисепрен 83,8 проценчӗ пулать. Техникумсемпе колледжсене заявлени панисене илсен, пӗр бюджет вырӑнӗшӗн икӗ ача тупӑшать.

#вӗренӳ, #абитуриентсем, #университетсем, #Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ, #ЧПУ, #ЧППУ, #техникумсем, #училищесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем