Кун пек пӗтӗмлетӳ патне килсе тухма пулать ӗнер пирӗн республикӑра йӗркеленнӗ «Ӗҫлӗ Чӑваш Ен» бизнес-клуб тӗллевӗпе паллашнӑ май. Ара, коммерцилле мар ҫак юлташлӑхӑн тӗллевӗсен шутӗнче обществӑра усламҫӑсен витӗмне ӳстересси те пур-мӗн. Кунсӑр пуҫне бизнес-клуб предпринимательлӗхе аталантарма пулӑшасшӑн, пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене ӗҫ тӑвакан тата саккун йышӑнакан влаҫ умӗнче хӳтӗлесшӗн.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсен йышӗ 47,9 пинпе танлашать, ҫав шутран 33 пин ытла ҫын уйрӑммӑн ӗҫлет.
Бизнес-клуба йӗркеленӗ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пухӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл ку юлташлӑх Чӑваш Енри ӗҫлӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗсене лайӑх енчен витӗм кӳрессине палӑртнӑ.