Чӑваш Енре икӗ хӗрарӑм ача ҫуралнине ӗнентерекен суя свидетельство туса амашӗн капиталне илнӗ. Ку кӑна мар-ха. Пособи те илсе тӑнӑ.
Иккӗшӗ те – Улатӑр муниципаллӑ округӗнчен. Вӗсем суя свидетельство туса ӑна социаллӑ пулӑшу паракан органа килсе панӑ. Ҫапла 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи кӑрлаччен амӑшӗн капиталӗсӗр пуҫне ытти пособие илсе танӑ. Пӗтӗмпе – 1,5 миллион ытла тенкӗлӗх.
Хӗрарӑмсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Документсене хатӗрлеме пулӑшнӑ ҫынна та судра явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.