Шупашкарти мӑшӑр «Пятница» телеканал кӑтартакан «Четыре свадьбы» (чӑв. Тӑватӑ туй) проектра мала тухайман.
Аса илтерер: ҫав проекта качча каякан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе тӑватӑ хӗр чи лайӑх туй ята илессишӗн ӑмӑртать. Пӗр-пӗрин туй кӗпине, каччине, сӗтел ҫине лартнӑ ӗҫме-ҫимене хаклаҫҫӗ. Пурте тенӗ пекех пӗрне-пӗри каҫса каялла хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ. Чи пысӑк балл пухнӑ ҫемьене телеканал канма кайма путёвка парать.
Черетлӗ кӑларӑмсенчен пӗрне Шупашкарти 27 ҫулти Еленӑпа Владимир хутшӑннӑ. Хӗр – банк ӗҫченӗ, каччӑ – ландшафт дизайнерӗ. Туй тума вӗсем, хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, 900 пин тенкӗ тӑкакланӑ.