Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Чӑваш Енри сӗте Китая экологи тӗлӗшӗнчен таса кӗленчесенче ӑсатӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 15.11.2023 07:37 | 16214 хут пӑхнӑ
Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Пикшик ялӗнчи «Деревенский дворик» тата Китайри Хэйлунцзян компанисем импорт тата экспорт тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Пӗтӗмпе - 200 миллион тенкӗлӗх.

Шупашкар округӗнчи компани Китая качака тата ӗне сӗтне ӑсатма палӑртнӑ. Вӗсене экологи тӗлӗшӗнчен таса кӗленчесене тултарса ярӗҫ. Ҫапла Чӑваш Енри сӗте Раҫҫейре кӑна мар, Китайра та сутӗҫ. Сӑмах май, «Деревенский дворик» Мускавра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра «Магнит» суту-илӳ сечӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла компани туса илнӗ качака тата ӗне сӗтне Мускавра тата ун ҫывӑхӗнче сутма тытӑнӗҫ.

#экономика, #килӗшӳсем, #Шупашкар районӗ, #Пикшик, #Мускав, #сӗт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем