Кӑнтӑр Корейӑри ял хуҫалӑх продукцине валеҫекен савутра робот йӑнӑшпа ҫынна конвейер ленти ҫумне лапчӑтса хунӑ. Sky News хыпарланӑ тӑрӑх арҫын вилмеллех суранланнӑ.
Пӗр робототехника фирмӑн (ятне асӑнман) специалисчӗ валеҫекен центра ӑна тӗрӗслемелле тапратиччен робот датчикӗсен юсавлӑхне пӑхса илме ҫитнӗ. Роботӑн пахча ҫимӗҫ ещӗкӗсене поддонсем ҫине вырнаҫтармалла пулнӑ.
Пӑтӑрмах пулса иртнӗ Кенсан-Намдо провинцийӗн полицийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, робот техника специалистне ещӗк вырӑнне йышӑннӑ та «ирӗке тухма май памасӑр пичӗпе кӑкӑрне лапчӑтса» конвейер ленти ҫумне хӗстерсе хунӑ. Шар курнӑскере пӗр тӑхтамасӑр пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫапах та арҫын пурнӑҫӗ сурансене пула татӑлнӑ.
Йӗрке хуралҫисем валеҫекен центрӗнче сотрудниксен хӑрушсӑрлӑхне мӗнле тивӗҫтернине хак парӗҫ. Пӑтӑрмахшӑн яваплӑ ӗҫченсем тӗлӗшпе хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ шайра туманшӑн, тен, пуҫиле ӗҫ те уҫӗҫ. Савут хуҫи шутланакан компанире разработчиксене системӑна ҫынна суранлама пултарасран лайӑхлатма ыйтнӑ.