Чӑваш Енӗн наци библиотекин «Варкӑш» клубӗнче ӗнер «Сухви сехмечӗсем» кӗнекене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, издательствӑра ӑна «Алран алла» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ярӑмпа унччен виҫӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӗсене пурне те Галина Антонова редактор пухса, редакцилесе хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Микиш Павӑлӗн, Петӗр Львовӑн, Виталий Енӗшӗн, Геннадий Мальцевӑн, Григорий Лучӑн пысӑках мар сатирӑллӑ хайлавӗсем, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсем — совет саманинче ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑсем.
«Варкӑш» клуба пухӑннисене Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ятсене манӑҫа кӑларас мар тесе ҫӗнӗ кӗнекене кӗртнӗ. «Пӗрлехи сборниксенче те пулин вӗсем ҫинчен аса илтерес килет», — тенӗ вӑл.