Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» пуплевӗш шучӗ миллион ҫурӑна ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.04.2023 11:15 | 1170 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» пуплевӗшсен шучӗ пӗр миллион та 500 пинрен иртнӗ. Сӑмахсен шучӗ те 15 миллион патнелле ҫывхарса пырать. Текстсен йышӗ те 5 пинрен кӑшт кӑна сахалрах. Чӑваш чӗлхин корпусӗнче шӑп ҫакнашкал кӑтартусене паянхи кун асӑрхама пулать те.

Чӑн-чӑн корпус шутланмашкӑн 20 миллион сӑмах пулмалла теҫҫӗ чӗлхеҫӗсем. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ку тӗллев патне майӗпен талпӑнать те ӗнтӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 14 миллион пулнӑ пулсан паянхи кун вара кунти сӑмахсен калӑпӑшӗ 14 миллион та 850 пин патне ҫывхарса пырать.

Унсӑр пуҫне корпусра нумай пулмасть хушнӑ функционал та пуянланса пырать. Сӑмах сасӑланӑ текстсем пирки. Вӗсен калӑпӑшӗ паянхи куна 1 сехет ҫурӑран иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна нумай пулмасть кӑна хушнӑ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, текстсене сасӑласа пулӑшас енӗпе кашниех пулӑшма пултарать. Енчен те регистрациленме кӑмӑл ҫук пулсан эсир ятарлӑ аккаунтпа усӑ курма пултаратӑр. Унӑн логинӗ: «sasala», вӑрттӑн сӑмахӗ те ҫавӑн пекех: «sasala». Енчен те хӑвӑр сасса ыттисенчен уйрӑм ҫырас килет пулсан уйрӑммӑн регистрациленме пулать. Текста сасӑланӑ чухне чаплӑ хатӗр-хӗтӗр (микрофон, ятарлӑ студи) кирлех мар. Чӑвашла пит аван калаҫма пӗлни те, дикци ҫукки те пӗлтерӗшлӗ мар — текста сасӑлани пӗлтерӗшлӗ. Мӗн чухлӗ раснарах условире ҫырнӑ сасӑ ытларах пулать, каярахпа моделе вӗрентнӗ чухне вӑл ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах ҫырнӑ сасӑна тӗрӗс уйӑрса илсе текста куҫарма пултарӗ. Ҫак ӗҫе эсир кунта тума пултаратӑр. Мӗнле ӗҫлемеллине эпир унччен маларах ӑнлантарса панӑччӗ.

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене пухас ӗҫе те малалла туса пырать. Паянхи кун тӗлне вӗсен йышӗ 1 миллион та 166 пин урлӑ каҫнӑ.

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #статистика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем