Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» сасӑпа ҫырмалли функционал ӗҫлеме пуҫланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.04.2023 10:37 | 1209 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ҫӗнӗ функционалпа пуянланнӑ — пуплевӗшсене сасӑлассипе. Ҫӗнӗ функционал Mozilla Common Voice евӗр ӗҫлет, тепӗр май каласан, унпа усӑ курса текстсене сасӑлама, сасса куҫарма пулать.

Пуплевӗшсене сасӑпа ҫырасси мӗн валли кирлӗ-ха? Чи малтанах ку ӗҫ сасӑпа ҫырнине текста куҫарма кирлӗ. Мӗн чухлӗ ытларах тӗрлӗ сасӑ пуххи пур — ҫавӑн чухлӗ тӗрӗсрех текста уйӑрса илме май пур. Mozilla Common Voice сервисра 26 сехете яхӑн чӑвашла текст ҫырнӑ пулин те ку ҫителӗклех мар. 10 пин сехет ҫырса илсен кӑна ҫак ӗҫе пахалӑхлӑ тума май пур. Тепӗр енчен, аудиоматериалсем, текста ҫыхӑнтарнӑскерсем, сасӑллӑ синтезатор хатӗрлеме те кирлӗ. Тӗрлӗ ҫынсен сассисене уйӑрма тивнӗрен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» функционалпа усӑ курса пуплевӗшсене сасӑлас тесен регистраци урлӑ тухма тивет те.

Тӗплӗнрех пӗлес тесен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫери» «Сасӑла» пай патӗнчи «Функционал пирки» каҫӑпа куҫса пӗлме пулать. Mozilla Common Voice проектпа танлаштарсан пирӗн функционал сасӑлама сӗнекен пуплевӗшсене корпуса кӗртнӗ ҫӗнӗ текстсенчен илнипе кӑна уйрӑлса тӑрать.

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» пурне те ҫак ӗҫе хутшӑнма чӗнсе калать — регистрациленсе сайта кӗнӗ хыҫҫӑн ку ӗҫе тума пӗрре те йывӑр мар: «Сасӑласа ҫыр» кнопка ҫине пусса микрофон ҫине текста вуламалла, ун хыҫҫӑн ҫырнине вӗҫлеме «Сасӑланине вӗҫле» кнопка ҫине пусмалла, кайран вара, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан, «Сасӑланине яр» кнопка ҫине кӑна пусмалла. Пӗр пуплевӗше сасӑлама вӑтамран 5-7 ҫеккунт кӑна кирлӗ.

Mozilla Common Voice проекта хутшӑнсан та пӑсмасть.

#тӗнче тетелӗ, #ниме, #ӑслӑлӑх, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем