Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Советская Чувашия» хаҫатра Николай Плотников ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.04.2023 07:56 | 1282 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Чтобы язык жил, нужно им просто пользоваться». Ҫакӑн пек ят панӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн паянхи номерӗнче пичетленсе тухнӑ статьяна. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче йӗркеленӗ стратеги сессийӗнче сӳтсе явнӑ ыйтусем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

Тӑван чӗлхене упраса хӑварассипе энтузиастсем нумай ӗҫлени пирки статьяра асӑнса хӑварнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне, Чӑваш чӗлхин лабораторийӗн ертӳҫине Николай Плотникова ырӑпа асӑннӑ.

Хаҫатри материалта «Яндекс. Тӑлмача» та аса илнӗ, Аҫтахар Плотников пӗлтӗртенпе «Атӑл Тӑлмач» ресурспа ӗҫлени ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Ку ӗнтӗ вӑл — чӑваш чӗлхине цифрӑлассиле ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫ.

Статьяра чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ытти ҫивӗч ыйтӑва та хускатнӑ.

#культура, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #ыйтусем, #театрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9841.6.4155
2023.04.18 11:30
Agabazar
«Надо пользоваться» тетпĕр-ха та, анчах та эпир хамăр, çапла ăс паракансем, кама «пользоваться» тутарасшăн-ха?

«Пользоваться» тăваканни камăн пулмалла?

Кĕтÿçсен, пахчара çум çумлакансен, севок пуçтаракансен, тин сунă сĕте 16-18 тенкĕлле пуçтаравçăсене тухса паракансен?
Agabazar // 9841.6.4155
2023.04.18 11:35
Agabazar
Калас пулать, Плотников тата «Советская Чувашия» кăларса тăратнă лозунг влаçăн хальхи мейнстримĕпе питĕ тĕл килет.

Кирлĕ-и сире чăваш чĕлхи?

Эппин тытăр та чăвашла калаçăр!!! Никам та сире чармасть, хĕнемест, çăварăра хупмасть! Яра парăр!

Çакăнпа вара ĕç те пĕтнĕ. Пурте ирĕклĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем