Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ӗмӗтре — виҫӗ хутли...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Иван Саландаев 16.12.2022 12:27 | 2908 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Республикӑра

Туризм

Хальлӗхе йывӑҫ ҫуртра та — ҫӑтмах!

Туризма аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн, ҫывӑх ҫулсенче Баскак паҫҫулккинче виҫӗ хутлӑ эко-гостиница тума палӑртнӑ.

Ҫук, ку пӗрре те шӳтлесе калани мар: пирӗн тӑрӑх туристсем валли ҫав тери илемлӗ пулнине Мускав та ӑнланса илнӗ. «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗ малашне Раҫҫейри чи илемлӗ вырӑнсенчен пӗри пулмалла.

Проектпа смета документацине хатӗрлес ӗҫ пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Строительствӑри мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫса памӑпӑр — асаттесем тытман упа тирне сӳме хушманнине асра тытар. Ҫакна ҫеҫ калар: хӑна ҫурчӗн комплексӗн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенкӗрен кая лармӗ. «Мускавшӑн ҫак укҫа нумай-и вӑл?» — тейӗҫ хӑшӗсем. Бюджет укҫи питӗ шутлӑ пулнине, ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма тивнине манар мар.

Туризма аталантарас тесен, районта тирпей-илем енӗпе ҫав тери нумай ӗҫлемелле. Шӑтӑк-путӑк ҫулсемпе, ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ ҫырмасемпе, хыт-хура ҫеҫ ашкӑрса ӳсекен пушӑ ҫуртсен пахчисемпе эпир туристсене илӗртме пултарӑпӑр-ши?

Тирпей тума чӑн малтан район центрӗнчен пуҫламалла. Кунта урамсене шӑлса-тасатса тухни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Туристсене кӑтартмалли, вӗсен умӗнче мухтанмалли мӗн пур?

Темиҫе ҫул каялла эпӗ хамӑр хаҫатра Хырла ҫырми ҫинче шыв арманӗ тума сӗнсе статья ҫырнӑччӗ. Ун чух журналист сӗнӗвне пуҫлӑхсем кулса ҫеҫ йышӑнчӗҫ. Ман шутпа, шыв арманӗ тусан туристсем эртелӗ-эртелӗпе капланса килӗччӗҫ. Ан тив, ҫӑнӑх ан авӑрттӑр вӑл, ваттисем каланӑ пек «хурми» ҫеҫ пултӑр. Шӑмӑрша пырса кӗнӗ ҫӗрте шыв арманӗ ларсан, юнашарах туристсене тата ӑҫта-ӑҫта ҫитсе курма май пуррине ӑнлантарса ҫырнӑ пӗлтерӳ вырнаҫтарсан питех те лайӑх пулмалла.

Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ паллӑ ентешӗмӗр Федор Мадуров скульптор Шӑмӑршӑ вӑрманӗ хӗрринче ҫил арманӗ туса лартма та ӗмӗтленетчӗ. Унӑн ырӑ ӗҫӗсене малалла тӑсакан ҫын тупӑнӗ-ши? Ҫӑнӑхӗшӗн мар, хӑнасене кӑтартма, туристсене илӗртме кирлӗ аваллӑха аса илтерекен армансем. Маҫтӑрсем вилсе пӗтнӗ темелле мар, пирӗнпе кӳршӗллӗ Тутарстанри Пӑва тӑрӑхӗнче, ҫавӑн пекех хамӑр республикӑра та ҫил арманӗсем туни ҫинчен пӗлетпӗр. Эпир вара киввисене ҫунтарма-ҫӗмӗрме ҫеҫ «ӑста», пулас ӑрусем валли курса савӑнма нимӗн те хӑвармастпӑр.

Историксем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулӗсенче Ярӑслав ялӗ ҫумӗнче Юсуп Камалетдиновпа Зясиалетдин Аюпов, Хайпӑла ялӗ ҫумӗнче Абдрахман Аюповпа Иван Андреев, Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗ ҫумӗнче Михаил Сергеев, Палтиел ялӗ ҫумӗнче Айзетулла Реимов шыв арманӗсене ӗҫлеттернӗ.

Ҫил арманӗсем вара район территорийӗнче 51(!) пулнӑ. Чаткасра кӑна 10 арман ҫуначӗсем ҫаврӑннӑ (хуҫисем — Михаил Тихонов, Яков Мартынов, Николай Еремеев, Семен Леонтьев, Максим Андреев, Павел Степанов, Сабир Сыргаев, Егор Воробьев, Арлий Степанов тата Тихон Чумаков). Ярӑславра Филипп Петров, Гавриил Лукиянов, Василий Кузнецов ҫил арманӗсем тытнӑ. Энтӗрьелӗнче Александр Любимовӑн, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра Петр Дмитриевӑн, Лискав Измайловӑн, Илендий Ухтияровӑн, Васанта Ефрем Митрофановӑн ҫил арманӗсем халӑха ҫӑнӑхпа тивӗҫтернӗ.

Пулнӑ вӗт-ха пирӗн тӑрӑхра чӑн-чӑн ӑстасем, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн ятне-ҫумне ҫӗклекенсем! Пирӗн платниксем хамӑр патӑрта ҫеҫ мар, Тутарстанра, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче, Мордва енче ҫил арманӗсем тӑва-тӑва лартнӑ. Хам ҫуралса ӳснӗ Упири икӗ армана Палтиел тутарӗсем тунине, ҫывӑхри Хурӑнвар арманне виҫпӳртсем ӑсталанине вырӑнти халӑх халӗ те аса илет.

Статьяна хӑна ҫурчӗ пирки тин илтнӗ ҫӗнӗ хыпартан пуҫларӑмӑр пулсан, туристсене йышӑнма «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗ мӗнле хатӗрленнине те каласа хӑварар.

Акӑ Интернета вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳ: ҫӗр выртмалли вырӑн таҫта шырамалла мар, Баскак лесничестви 6 ҫын валли турист ҫурчӗ туса лартнӑ. Илемлӗ йывӑҫ пӳрте электричество кӗртнӗ, апат пӗҫерсе ҫиме, чей вӗретме электроплитка пур. Ӗҫмелли шыв ҫывӑхри ҫӑл куҫран ӑсса илме пулать. Баскак лесничествин телефонӗ: 8(83546) 2-78-05.

Часах ҫут ҫанталӑк чӗрӗлет, тӗттӗм вӑрман ешӗл тум тир тӑхӑнать, ӑҫта пӑхнӑ унта чечек куҫа илӗртет. Ҫак илемпе киленме, шӑпчӑксен концертне итлеме килӗрех, тусӑмӑрсем!

Мӗнле туристӑн чӑваш мунчинче ҫӑвӑнса хурӑн е юман милӗкӗпе чун каниччен ҫапӑнасси килмӗ-ха? «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗн Баскак лесничествинчи «Великий» картунта турист ҫурчӗ ҫумӗнче чӑваш мунчи пур, унта харӑсах улттӑн ҫӑвӑнма пулать. Ҫӑвӑнса тасалнӑ хыҫҫӑн уҫӑ беседкӑра шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларма, вӑрман курӑкӗсенчен хатӗрленӗ техӗмлӗ чей ӗҫсе ӑша кантарма питех те аван.

Енчен те шашлӑк хатӗрлес е пулӑ шӳрпи пӗҫерес тетӗр пулсан (пуллине ҫывӑхри ҫырмара тытма юрать), тархасшӑн! Мангал та, хуран та, чашӑк-ҫӑпала та, кӑвайт чӗртмелли ятарлӑ вырӑн та пур.

Мунча кӗтӗм вӑрманта,

Хурӑн милӗкӗпеле.

Пулӑ шӳрпи — хуранта,

Эх, аван та-ҫке епле!

 

Ив.САЛАНДАЕВ, таврапӗлӳҫӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Чӑваш вӑрманӗ, #Хырла, #шыв арманӗ, #Ярӑслав, #Хайпӑла, #Ҫӗнӗ Тӑрӑн, #Палтиел, #Чаткас, #кану, #Шӑмӑршӑ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3314.02.2525
2022.12.16 18:41
Agabazar
Кăтрак палăкĕ пирки ма ним те каламастăр тата? Ăçта вăл, хăш тĕлелле?

Çил арманĕсем тесен, пуррисене упраймастпăр та, эсĕр вара çĕннисене тăвасси пирки калаçатăр.
Станьял // 5285.1.4467
2022.12.17 13:28


Шупашкарта ҫӑлкуҫсем тапса юхнӑ чухнех Армансенче апатлану вырӑнӗсем (ресторан, кафе, хупах, "шӳрпе лаҫҫи", "икерчӗ, кукӑль, пӳремеч пӳрчӗсем" уҫасси пирки шавларӑмӑр... Хальхи Амазонири пуш паркра Тӗп Кермен валли ҫӗр палӑртса панӑччӗ. Сӳнчӗ.Типрӗҫ, Чӑваш мускавчӑкӗсемех шӗвӗртсе хӑварчӗҫ. Баскаксене айлатнипех чӑваш мадурӗсем Шӑмӑршӑра вӑй илмӗҫ, Салантай...
Пӳлер ҫӑлкуҫне курнӑ-ии эсӗ? Пуҫларӗҫ кайран, туса лартрӗҫ тахҫанах. Вӗсен ертӳҫисем укҫапа пуян, эпир тӑнпа катӑкрах.
Agabazar // 3791.44.6156
2022.12.17 21:00
Agabazar
Станьял та Кăтрак палăкĕ пирки калаçасшăн мар.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.24 11:24
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем