Чӑваш журналистикин тата педагогикин ветеранӗ, Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Карягин пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫавна халалласа унӑн вӗренекенӗсем, пӗрле ӗҫленисем, ентешӗсемпе тӑванӗсем астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннӑ.
Сергей Карягин Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «1976-мӗш ҫултан 2002-мӗш ҫулччен Сергей Карягин «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра корреспондент, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлне тарӑннӑн ҫутатса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Енри «Астӑвӑм» кӗнекене тата "Патӑрьел районӗн энциклопедине" кӑларас тата пухса йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑннӑ».
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 20:14 | |
Вӗрентевҫӗ, колхозри партком секретарӗ, КПСС Патӑрьел райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ пулнӑ. |