Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Пӗри — армана, тепри — вӑрмана кайнипе ӗҫ тухмасть!»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Иван Саландаев 16.11.2022 00:35 | 3655 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Вӗренӳ

Истори страницине уҫсан...

Чӗмпӗр кӗпернин Пӑва уесӗнчи ялсенче шкулсем уҫас, вӗсене учительсемпе тивӗҫтерес ӗҫре И.Я.Яковлева халӑх училищисен инспекторӗ, каярахпа директорӗ пулнӑ И.Н.Ульянов пысӑк пулӑшу панӑ. Илья Николаевича ҫак ӗҫе шаниччен пуҫламӑш училищӗсенчи лару-тӑру питӗ кӑткӑс пулнӑ, ачасене ӑнсӑртран тупӑннӑ ҫынсем вӗренткеленӗ тӗслӗхсем те паллӑ. Вӗсен ятарлӑ педагогика пӗлӗвӗ те пулман.

И.Н.Ульянов, инспектор тӗрӗслевӗпе кӗпӗрнери ялсене тухса ҫӳренӗ чух, ҫак ҫитменлӗхсене тӳрех асӑрханнӑ.

1871 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче И.Н.Ульянов хыҫлӑ ҫула кӳлнӗ икӗ лашапа (ывӑннӑ лашасене Упи вулӑсне кӗрсе ҫӗннисемпе улӑштарнӑ — авт.) Чиркӳллӗ Шӑмӑршӑ ялне пырса ҫитет. Кунти шкулта ӑна пӑшӑрхантараканни тата тарӑхтараканни пайтах тупӑннӑ. Инспектор хӑйӗн ӗҫ хутӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Шӑмӑршӑ шкулӗнче ҫар училищине пӗтернӗ Теплов учитель ӗҫне туса пырать. Унӑн «вӗрентӗвӗ» ҫапларах пулса пырать: кашни вӗренекен ал айӗнче мӗнле кӗнеке пур, ҫавна вулать; ҫавна пулах пӗри — Евангели вулать, тепри — «Мирской вестник» журналти сыр тума вӗрентекен статьяна шӗкӗлчет, виҫҫӗмӗшӗ — Галахов хрестоматине алла тытнӑ, хӑшӗсем вара Максимовӑн «Край крещенского света» кӗнекипе е виҫӗ пӗр тӑван ҫинчен хывнӑ юмахпа палашаҫҫӗ. Ҫакӑ тата та тӗлӗнтерчӗ: кашни вӗренекен сасӑпа вулать, паллах, хытӑ кӑшкӑрса юлташӗсен сассине хупласшӑн тӑрӑшать.

Кун пек вӗрентӳ меслечӗпе «ӑс парсан», паллах ӗнтӗ, ачасен ӑс-тӑнӗ аталанасси тата вулав ӑсталӑхӗ ӳсесси пирки калаҫмалли те ҫук».

Илья Николаевич Шӑмӑршӑ шкулӗнче ҫакна та асӑрхать: училищӗн кӗҫӗн уйрӑмӗнче вӗренекенсем вырӑсла текстсене нимӗн те ӑнланмасӑр вулаҫҫӗ. Аслӑрах уйрӑмсенче те лару-тӑру ҫавнашкалах. Инспектор арифметика задачисем шутлас тӗлӗшпе те ачасем вӑйсӑр пулнине асӑрханӑ. Вӗренекенсемпе уйрӑмшарӑн калаҫнӑ чух Илья Николаевич вӗсем задачӑсене ӑсра шутлама йывӑрланнине, шут шӑрҫисене куҫарма та япӑх пӗлнине палӑртать. Ульянов училище валли Чӗмпӗр кӗпӗрнипе Раҫҫей карттисене, глобус тата Зобов авторӑн «Беседы о природе» кӗнекине туянма ыйтса хут ҫырать.

Ҫак кунах И.Н.Ульянов Шӑмӑршӑ чиркӗвӗн священникӗпе Х.Б.Боголюбовпа тӗл пулать. Боголюбов кунта Чӗмпӗрти тӗн семинарине пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫленӗ. Хӑй вырӑс пулин те, Боголюбов чӑвашла лайӑх пӗлнӗ, ҫакӑ ӑна вырӑнти халӑхпа пӗр чӗлхе тупма пулӑшнӑ. Боголюбовӑн арӑмӗ — Лидия матушка — хӗр ачасен шкулӗнче грамматика тата ал ӗҫ ӑсталӑхӗн урокӗсене илсе пынӑ.

«Пӗри — армана, тепри — вӑрмана кайнипе ӗҫ тухмасть, — хытах каланӑ свещенникпа тӗл пулнӑ чух И.Н.Ульянов. — Ачасене педагогика вӗрентӗвне тӗпе хурса ӑс памалла, ку тӗлӗшпе Эсир пулӑшасса ҫирӗп шанатӑп».

Священник И.Н.Ульянова пӗр хутаҫ шӗшкӗ мӑйӑрӗ парнеленӗ. Кам пӗлет, тен ҫак кучченеҫе — Шӑмӑршӑ вӑрманӗнче татнӑ мӑйӑра — ҫулталӑкри Володя Ульянов та тутанса курнӑ.

Сӑмах май, Х.Б.Боголюбов инспектор каласа хӑварнине манса кайман, училищӗре Турӑ саккунӗпе пӗрлех вырӑс литературипе грамматикине те вӗрентме пуҫланӑ.

(ГАУО.Ф.134.Оп.2.Д.303.Л.17-19.)

 

Ив.САЛАНДАЕВ, таврапӗлӳҫӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Шӑмӑршӑ, #Пӑва уесӗ, #истори, #шкулсем, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1895.11.4150
2022.11.16 07:11
Agabazar
<<Чӗмпӗр кӗпернин Пӑва уесӗнчи ялсенче шкулсем уҫас, вӗсене учительсемпе тивӗҫтерес ӗҫре И.Я.Яковлева халӑх училищисен инспекторӗ, каярахпа директорӗ пулнӑ И.Н.Ульянов пысӑк пулӑшу панӑ>>

Хальхи чиновниксен чĕлхипе çавăрттарса хунă çакна.

Пĕр чиновник тепĕр чиновника «пысăк пулашу» панă тит çав.

Чиновниксек пĕрне-пĕри пулăшаççĕ имĕш.

«Пулăшу» мар ку. Çынсем хăйсен ĕçри тивĕçĕсене пурнăçлани пулать.
Галина Зотова // 2615.87.9025
2022.11.20 06:55
Илья Николаевич Ульянов декабрĕн 1871-мĕш çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче пирĕн тăрăхри шкулсенче те пулнă: вăл вăхăтра ĕçленĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри тата Хĕрлĕ Чутайри шкулсене тĕрĕслев ирттернĕ. Вăлах çак районти пĕр шкула уçма пулăшнă.
Agabazar эп çырнинче те йăнăш тупасран Ульянов Штанашри шкулта пулни пирки вырăслах ярса парасшăн-ха.
Галина Зотова // 2615.87.9025
2022.11.20 07:05
Успехи обучения по Закону Божию неудовлетворительны,
по прочим же предметам порядочные и можно надеяться, что
вновь определенный учитель достигнет хороших результатов.
Для чтения учеников на дому в училище достаточно книг.
Училище ежегодно ревизуется членами Училищного Совета.
Законоучителем состоит с 1869 года местный священник
О.Кипарисов, а исправляющим должность учителя с 1 сентября 1871 года крестьянин деревни Кубяш, из чуваш, Гаврил
Перепелкин, окончивший курс в Курмышском уездном
13
училище, но не имеющий пока свидетельства на звание учителя. Классный журнал ведется аккуратно, только я советовал учителю отмечать причину небытия учеников в класс.
При моем посещении (17 декабря) в классе было 18 мальчиков. До назначения настоящего учителя училище было в посредственном состоянии, а потому г. Перепелкину предстоит
много труда для поднятия училища.
Для училища необходимо приобрести карту Симбирской
губернии и картины священной истории, на что и есть суммы
в Волостном Правлении».

Галина Зотова // 2615.87.9025
2022.11.20 07:06
Вот что он пишет:
«Мужское училище в с. Штанашах открыто в 1842 г. и содержится на уравнительный сбор по волости, в количестве 341
р. 50 к. Училище помещается в особом удобном доме (бывшем
удельном), собственно для этой цели построенном и состоящем из сеней, двух маленьких комнат для учителя и большой
классной комнаты. В классе светло, тепло, опрятно, есть 2 форточки для вентиляции. В классе 7 ученических столов, из которых 3 расшатались и требуют исправления, в исправном виде
классная доска с планочками для подвижных букв и часы. Число учащихся мальчиков (от 7 до 12 лет) в старшем отделении
20, в младшем – 8. Из 28 учеников четверо русских, а остальные
из чуваш, все православного исповедания. Учение происходит
9 месяцев, с 1 сентября по 1 июня, ежедневно, за исключением
праздников, от 8 до 12 ч. утра и с 1 до 3,5 ч. по полудни.
Обучение чтению происходит по звуковому способу Ушинского. Сверх того, преподаются закон божий, 4 действия над
простыми и именованными числами (при мне изучали сложение), решение задач, счисление умственное и на счетах и пение молитв перед началом и по окончании классов.
Галина Зотова // 2615.87.9025
2022.11.20 07:24
Ытлашши вӑрӑм тесе яртармарӗ, пайлама тиврӗ. Илья Николаевич Штанашри шкула 1842-мӗш ҫулта уҫнӑ тенӗ, кӑштах йӑнӑшнӑ, 1842-мӗш ҫулта шкул валли ятарлӑ ҫурт туса лартнӑ, шкулӗ вара 1841-мӗш ҫултах уҫӑлнӑ.
Архивсенче тӗпчесе шыраса тупрӑмӑр.
1841-и, 1842-и? Халӗ ку никама та кирлех те мар. Историллӗ шкул 2015 ҫулта хупӑнчӗ. 2021-мӗш ҫулта вӑл 180 ҫул тултарнине паллӑ тӑватчӗ.
Хальхи саманара хупӑнмастчӗ-ха вӑл, вӗренекенсен шучӗ вӑтам шкул статусне 2007-мӗш ҫулта пӗтернӗ чухне самаях пысӑкчӗ, 11-мӗшӗнчен 12 ачан вӗренсе тухмаллаччӗ, 10-мӗшне 16-ӑн килетчӗҫ...
Шкул ҫурчӗ халлӗхе хитрелӗхне ҫухатман-ха, шӑпи мӗнлерех пулӗ, паллӑ мар.
Agabazar // 7300.9.8928
2022.11.20 22:35
Agabazar
Agabazar эп çырнинче те йăнăш тупасран Ульянов Штанашри шкулта пулни пирки вырăслах ярса парасшăн-ха.
Вырăсла çырнинче те йăнăш тупма пулать. Вырăсла çырап та, пĕр йăнаш та пулмасть тееймĕн

Чăннипе каласан, нихçан та орфографилле е граматикăла е пунктуацилле йăнăшсем шыраса ларман. Факт тĕлĕшĕнчи йăнăшсем пирки çеç асăрхаттарма тăрăшатăп, май килсен.

Галина Зотова тĕслĕхĕсенче вара хыпарсен çăлкуçĕсем вырăсла ĕнтĕ. Çаванпа вĕсене оригинал чĕлхипе куçармасăр панă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем