Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тутарла туй

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 23.06.2013 12:44 | 1587 хут пӑхнӑ

Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем хӑйне евӗр туйсем ирттерме пӑхни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ик ҫул каялла, сӑмахран, байкерла тумланнӑ ҫамрӑксем туй кӗрлеттернӗччӗ. Пулас мӑшӑрсем хӑйсем те, вӗсен юлташӗсем те мотоциклпа ярӑнма юратаҫҫӗ-мӗн те ҫавӑнпа туя та ыттисенчен расна ирттерме шут тытнӑччӗ вӗсем.

Халӗ, ав, Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан Ранис Шайдулловпа Рилия Мухаметзянова тутарла туй ирттернӗ. Хӑйсен наци тумне вӗсем кӑна мар, туя пынӑ хӑнасем те тӑхӑннӑ. ЗАГСра та тутар кӗвви янӑранӑ, ура хуҫасла тутар ташшисене ташланӑ. Туйри тӗп ӗҫме-ҫиме шутӗнче чак-чак пулнӑ. Ҫамрӑксене пылпа ҫу парса телей пилленӗ.

Сӑнсем (30)

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шӑмӑршӑ районӗ, #туйсем, #Палтиел

 

Комментари:

Agabazar // 4260.25.6420
2013.06.23 21:42
Agabazar
Тутар ялĕнче тутар туйĕ иртнинчен мĕн тĕлĕнмелли пур?????????????????
Игорь Сайман // 4260.25.6420
2013.06.23 22:18
Сăмах Палтиел ялĕ пирки пырать. Тахсан Мишер (Тутар) Палтиелĕ те пулнă пуль. Анчах хальхи вăхăтра мĕнпур Палтиелсене пĕрлештерсе пĕр ял туса хунă. Трёхбалтаево. Е апла мар-и?
2013.06.23 23:14
Аçтахар Плотников
Çав ял. Тĕрĕссипе Палтиел иккен. Юсарăм.
//хайхи Закупки сайтĕнчи йăнăшсем такăнтараççĕ. Пĕртен-пĕр ĕçлеме çăмăл çăлкуç, анчах йăнашсем нумаййи пĕтĕм çăмăллăха пăсать.Пĕр 50 яхăн ял ятне тĕрĕс мар кĕртнĕ шельмăсем.
2013.06.23 23:20
Аçтахар Плотников
«Тутар ялĕнче тутар туйĕ иртнинчен мĕн тĕлĕнмелли пур?» Епле мĕн? Вĕсем те, тен, современнăй йăлапа ирттереç, тутар туйне те хутран-ситрен çеç курнипе — тĕлĕнтермĕш.
Ав, çăлкуçĕнче те çырнă—çке — тĕлĕнтермĕш туй тесе.
Тутарсем те хăйсен йăлисене упрас тĕлĕшпе пирĕнтен ытлах лайăхах мар пуль.
Agabazar // 4538.1.1159
2013.06.24 17:35
Agabazar
Тĕрĕссипе таврари ялсенче "Мишер Палтиелĕ", "Чăваш Палтиелĕ", "Ирçе Палтиелĕ" теесси халь те пур-ха.
Agabazar // 4538.1.1159
2013.06.24 17:48
Agabazar
Чăваш Республикинчи тутар туйĕсене пайтах курнă. Хăйевĕрлехсем пĕтмен-ха. Тутарла калаçнипе çеç мар. Хыпарăн "первоисточникне" куртăм. Çавна (перволисточнике) йĕркелекенсем чăн лару-тăрăва чухламаççĕ пулинех. Е ХĂЙСЕМ ЮРИЕХ ÇАПЛА КУРАНÇИ ТĂВАÇÇĔ. Вырăсла:Принимать желаемое за действительное.
Agabazar // 4538.1.1159
2013.06.24 17:55
Agabazar
Тĕрĕссипе кунашкал туйсем пуянлăхĕпе-чухăнлăхĕпе, чунлăхĕпе-чунсăрлăхĕпе, сценари ăсталăхĕпе-ăстасăрлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Нацилле сĕм вара (ялти тутарсен) яланах пур.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем