Персона
![]() Валериан Лебедев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑй вӑхӑтӗнче ят-сум хӑварнӑ композитор тата артист, Валериан Лебедев, ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче шӑп та лӑп 90 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, леш тӗнчене пирӗнтен 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ. Пулас Чӑваш халӑх артисчӗ 1953 ҫулта Киеври консерватори ҫумӗнчи музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта – Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтӗнчен. 1954 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн директорӗ пулнӑ. 1999 ҫултанпа каллех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхинче вӑл артистра тата музыка пайӗн заведующийӗнче тимленӗ. 2003 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен концертмейстер тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Театр ӳнерне ӑнланакансем Валериан Лебедев калӑпланӑ сӑнарсене пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |