Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хула администрацийӗ хулара пурӑнакансене, уйрӑмах водительсене, асӑрхаттарать: канмалли кунсенче Константин Иванов урамӗнчи ҫула, Бондарев урамӗнчен пуҫласа Свердлов урамӗ таран, хупӗҫ.
Ҫул чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен 7:00 сехетрен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 10:00 сехетчен хупӑ пулӗ.
Ҫав вырӑна ахальтен пӳлмеҫҫӗ: унта ӑшӑ сечӗсене куҫараҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта водительсене Свердов, Ҫеҫпӗл тата Бондарев урамӗсемпе ҫӳреме ыйтаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех водительсене тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма, хӑвӑртлӑха пӑхӑнма, сул-йӗр паллисене пӑхма, пӑкӑра тӑрас мар тесен маршрута маларах палӑртма сӗнеҫҫӗ.
