Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун пурнӑҫа кӗнӗ, унпа килӗшӳллӗн халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче пирус туртма юрамасть. Анчах та патшалӑх йышӑннӑ ҫӗнӗ саккуна пурте ӑша хывасшӑн мар. Паянхи кун троллейбуспа автобус чарӑнӑвӗсенче те вӗренӳ учрежденийӗсем умӗнче те чӗлӗме паклаттарса тӑракансене сахал мар асӑрхама пулать.
Пирус туртакансенчен кашни виҫҫӗмӗшӗ саккуна пӑхӑнмасть. Regnum ИА ҫӑпларах пӗтӗмлетӳсем тунӑ имӗш. Ҫӗртмен 3-7 кунсенче асӑннӑ хыпар агенстви 8 420 ҫын хушшинче ыйтӑм ирттернӗ.
«Ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен обществӑлла вырӑнсенче эсир туртма пӑрахрӑр-и?» ыйтӑва хуравланӑ май 9% саккуна пӑхӑнни пирки пӗлтернӗ, хирӗҫле 32,4% ҫын хуравланӑ. Ыйтӑма хутшӑнакансенчен 58,6% вара «пушшех туртмас» тенӗ.
Ҫынсем саккуна пӑхӑнман сӑлтавӗ те уҫӑмлӑн палӑрать. Халӑх йышлӑн ҫӳрекен вырӑнсенче пирус туртакансене сӑмахпа ҫеҫ асӑрхаттарма пултараҫҫӗ, урӑх нимӗнле явап та тытарма май ҫук. Ҫавӑнпа та паянхи куна ҫӗнӗ саккунран усси пысӑках мар ҫав.