Паян 10 сехетре Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас Тӑрӑн ялӗнче Водопровод урамӗнчи пӗр ҫуртра темиҫе ҫын виллине тупнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 41 ҫулти тата 58 ҫулти арҫынсем вилнӗ. 64-ри хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ, унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
Вырӑнта йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсене пусмӑрласа вӗлермен. Вӗсем контрафактлӑ эрехпе наркӑмӑшланса вилме пултарнӑ, ҫавна май тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Экспертиза тусан ҫеҫ чӑн сӑлтавӗ уҫӑмланӗ.
Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, ҫав хваттерте темиҫе кун ӗҫкӗ пулнӑ. Прокуратура ку ӗҫе тӗрӗслесе тӑрӗ.