Регион управленийӗн центрӗ Канашри пысӑк кӳлленчӗке пӗтернине пӗлтернӗ. Асӑннӑ органа пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче йӗркеленӗччӗ. Вӑл кӑлтӑксем пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче хыпарланине сӑнаса тӑрать, яваплӑ органсене евитлет.
Маларах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенчен пӗринче Канашри пӗр хастар Пушкин урамӗнчи 46-мӗш ҫурт тӗлӗнче шыв кӳлленчӗкӗ тӑнине хыпарланӑ. Ҫав вырӑна шапасем килӗштернӗ, унта васкаса иленнӗ.
Регион управленийӗн центрӗ кӳлленчӗк пирки Канаш хула администрацине систернӗ, ыйтӑва татса памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Унтисем вӑрах кӗттермен — кӑлтӑка пӗтернӗ.
Регион управленийӗн центрӗ Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Канашри шапасен урӑх вырӑн шырама тивӗ.