Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Алтай тӑрӑхӗнчи ҫын Чӑваш Енре пысӑк пукан йышӑннӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 19.05.2021 19:34 | 861 хут пӑхнӑ
Политика

Паян Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗпе республика Элтеперне Олег Николаева паллаштарнӑ. Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулӑва Раҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн пуҫлӑхӗн Атӑлҫи тӑрӑхнчи ҫарӗсен ведомствӑлла мар хурала тата лицензипе ирӗк паракан ӗҫе йӗркелесе пыракан пуҫлӑхӗн ҫумӗ Павел Дегтярёв хутшӑннӑ.

Росгвардин Чӑваш Енре управленине Дмитрий Расчетов ертсе пырӗ. Ӑна ҫак должноҫе Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.

Дмитрий Расчетов РФ Шалти ӗҫсен министерствин Барнаулти юридици институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2000 ҫулсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2014 ҫулта Алтай Республикинчи ведомствӑлла мар хурал пайне ертсе пыма тытӑннӑ. 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе Росгвардин Алтай Республикинчи упралвенине ертсе пынӑ.

#Росгварди, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #пуҫлӑхсем, #Элтепер, #ШӖМ, #Алтай, #Барнаул

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма ҫирӗплетнӗ
2021, 01, 21
Росгварди управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑх пулӗ
2021, 03, 03
Александр Кузин пресс-секретарь ӗҫне пӑрахнӑ
2021, 04, 05
Транспорт прокурорӗ пулма шаннӑ
2021, 04, 20
Борис Краснова пресс-секретарь пулма ҫирӗплетнӗ
2021, 05, 07

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org