Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Йӗкехӳресемпе кӗрешме Чикагора пин кушак кӑларса янӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.05.2021 07:29 | 1012 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Кушак
Кушак

«Йӗкехӳреллӗ хуласен» танлаштарӑмӗнче Чикаго ултӑ ҫул ӗнтӗ чи малти вырӑна йышӑнать.

Tree House общество организацийӗ «Кушак ӗҫӗ» компание ирттернӗ май 2021 ҫул тӗлне Чикагора пурӗ пин кушак кӑларса янӑ. Чӗрчунсене вӗсем 2012 ҫултанпа хула районӗсене шӑшисемпе йӗкехӳресенчен хӑтарас тӗллевпе илсе килсе яраҫҫӗ.

Tree House-а лекнӗ хыҫҫӑн кушака малтан ҫуса тасатаҫҫӗ, кастараҫҫӗ, кайран вара кӑшлакан чӗрчунсем йышлӑ ӗрченӗ ҫурта е коммерциллӗ пӳлӗме пурӑнма яраҫҫӗ. Ҫурт-йӗр хуҫисен кушака апатпа, шывпа тивӗҫтермелле, вӗсене пӑхсах тӑмалла. Организаци пайташӗсем шухӑшӗ тӑрӑх, экологи енчен пӑхсан, йӗкехӳресемпе кӗрешме кушаксемпе усӑ курни наркӑмӑшланинчен лайӑхрах.

Tree House ҫакна та палӑртать: ку программӑра вӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула приюта каялла леҫме май ҫук кушаксемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсен малтанхи ҫуртне ишнӗ пулсан. Унсӑр пуҫне, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа паракан хыпарта вӗсем ҫакна палӑртаҫҫӗ: программӑра вӗсем кил таврашӗнче пурӑнма хӑнӑхман, тискерленсе кайнӑ кушаксене ҫеҫ явӑҫтараҫҫӗ.

Tree House ӗҫченӗ Сара Лисс каласа панӑ тӑрӑх, клиентсене йӗкехӳресем нумайланса кайни питӗ килӗшмест. Ҫав вӑхӑтрах кушаксем шӑши-йӗкехӳресене нумаях та тытмаҫҫӗ иккен, анчах ҫапах та ҫур-йӗр ҫумӗнче вӗсем пурри кӑна сиен кӳрекенсене хӑратать имӗш: «Вӗсем чӑнах та вӗсене хӑйсен феромонӗсемпе тытса чараҫҫӗ».

#йӗкехӳресем, #кушаксем, #Чикаго, #АПШ, #чӗрчунсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем