Тинех календарь ҫинче хӗл вӗҫленчӗ. Анчах вӗҫленчӗ теме тӑхтамалла-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна сивӗ ҫанталӑк татах килӗ.
Ыран каллех юр ҫӑвӗ. Ҫапах ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун та юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Виҫӗ кунра Чӑваш Енре 6-11 миллиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарӗ. Ҫулсем пӑрлак пулӗҫ.
Эрнекун атмосфера пусӑмӗ пысӑкланма тытӑнӗ, ҫил лӑпланӗ. Канмалли кунсенче 10-15 градус сивӗ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 8-мӗшӗнче те юр ҫӑвӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче термометр ҫӗрлесерен 20-25 градус кӑтартӗ.