Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 6 ҫын холодильнике пула ҫунса вилме пултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.01.2021 18:52 | 1291 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче ултӑ ҫын пушарта ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.

Паян кӑшӑлвируса сарӑлассипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче ҫак пушар пирки те калаҫнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшлӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров ҫак ҫемье ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ҫемье 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе Урнарта пурӑннӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчен куҫса килнӗ. Икӗ хӗрӗ /вӗсенчен пӗрин ачасем пулнӑ/ амӑшӗ тата унӑн арҫынни патне пурӑнма килнӗ. Амӑшӗ вара арҫыннипе виҫӗ ҫул пурӑннӑ. Пурӑнмали условисем япӑх пулнӑран ҫемье Ҫӗрпӳ районӗнче шутра пулнӑ.

7-ри тата 10 ҫулти ачсем шкулта вӗреннӗ, 4-ри хӗрача ача пахчине ҫӳремен, мӗншӗн тесен ку ялта вӑл пулман та. Соцӗҫченсем ҫемьене пӗрре мар килнӗ. Юлашки хутчен раштавӑн 26-мӗшӗнче пынӑ, ачасене сиплев учрежденине вӑхӑтлӑха вырнаҫтарма сӗннӗ. Амӑшӗ Ҫӗнӗ ҫула ҫемьепе ирттерес тенӗ, уяв хыҫҫӑн пыма шантарнӑ.

Вениамин Петров малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр холодильнике пула тухма пултарнӑ. Пӗртӑвансенчен пӗри ҫулӑм тухнине сиссен кил хуҫине вӑратнӑ. Лешӗ вара мӗн тумаллине пӗлмен ахӑртнех – хӑйӗн тӑрӑх шыв янӑ, утиялпа чӗркеннӗ те кӳршисенчен пулӑшу ыйтма васканӑ. Ҫенӗкре ҫулӑм алхаснӑ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле ҫӑлмалли ҫын та пулман – пурте ҫулӑм ӑшне пулнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Вӑрмар районӗ, #Урнар, #Ҫӗрпӳ районӗ, #пушарсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем