Чӑваш Енре пӗр талӑкра пушарсенче тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗр пушар Шупашкарти Ленин проспектӗнче пулнӑ. Ун пирки ӗнер хыпарланӑччӗ. Унта 61 ҫулти арҫын вилнӗ.
Ӗнер Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 71 ҫулти кил хуҫин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Ҫак районти Никулино ялӗнче те пушар пулнӑ. Шел те, унта та кил хуҫи вилнӗ. Вӑл 1957 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Ҫӗрле Элӗк районӗнчи Вылпасар ялӗнче пӳрт ҫунса кайнӑ. Унта та кил хуҫин пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Вӑл 61 ҫулта пулнӑ.