Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар Ҫӗнӗ 2021 ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Кӑшӑлвируса пула кӑҫал массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫапах хула урамӗсенче асамлӑх хуҫаланӗ.
Кӑҫал Хӗрлӗ лапамра 6 метр ҫӳллӗш тухья вырнаҫтарма палӑртнӑ. Вӑл юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан вырӑнӗнче пулӗ. Тухьяпа юнашар 14 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартӗҫ, ӑна илемлетӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче кукша пуҫ евӗр лампӑсем ҫутатӗҫ. Сцена ҫине лотос евӗр 6 арт-объект вырнаҫтарӗҫ.
Кӑҫал конкурссем, акцисем, фестивальсем, концертсем дистанци мелӗпе пулӗҫ. Шкулсенче, ача пахчисенче уявсем ашшӗ-амӑшӗсӗр иртӗҫ. Аниматорсене те чӗнме юрамӗ.
Базиль Кириллов // 5268.9.4478
2020.12.08 08:45 | |
Мĕнле лапам? Тӳрем теместĕмĕр-? | |
Базиль Кириллов // 5268.9.4478
2020.12.08 08:51 | |
Мĕнле лапам? Тӳрем теместĕмĕр-? Лапам - лощбина, низина (Чăвашла-вырăсла словарь,1982 ç., 204..
Тÿрем вырăн - равнинное место, 502 с. | |
Agabazar // 1062.99.8702
2020.12.08 12:44 | |
Вара кам шутласа кăларнă кăна? Базиль Кириллов-и? Е Алибасов? | |
Варык // 1726.84.3785
2020.12.08 16:40 | |
Тухья пирки сăмах пырать, Пасиль хăта, лапам пирки мар. | |
Agabazar // 1062.99.8702
2020.12.08 17:11 | |
«Плащадь» тенине калькăласа куçарсан «лаптăк» пулать.
Çапса пăрахсан та унран лайăхрах калаймастăн. | |
Agabazar // 1062.99.8702
2020.12.08 17:11 | |
«Плащадь» тенине калькăласа куçарсан «лаптăк» пулать.
Çапса пăрахсан та унран лайăхрах калаймастăн. | |
