Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртрӗ. Унта республика шкулӗсенче вӗренекен маттур шкул ачисем пухӑнчӗҫ.
Фестиваль программи темиҫе пайран тӑрать — унта хутшӑнакансен темиҫе тӗрлӗ конкурс витӗр тухмалла: сутмалли юмахсен хуравӗсене те тупмалла, чӑвашла пӗлнине те кӑтартмалла, И.Я. Яковлевӑн кун-ҫулне те лайӑх пӗлмелле. Унсӑр пуҫне пултарулӑх конкурсӗсем те пур: паллӑ классиксен сӑввисене вуласа парасси тата юрласа е ташласа парасси, е ху ҫырнӑ сӑвӑпа паллаштарасси. Пилӗк конкурс витӗр тухнӑ чи маттур ачана вара путёвка лекет — унӑн кану лагерне кайма май пулать.
Виҫӗ ӑмӑрту институт аудиторийӗсенче иртрӗ пулсан, «Пирӗн пултарулӑх» тата «Илемлӗх тӗнчи» — акт залӗнче. Хӑшӗсен пултарулӑхне пӑхатӑн та ним иккеленмесӗр чӑн-чӑн артист ҫитӗннине палӑртма пултаратӑн — юрлама та, ташлама та, сӑвӑ калама та ӑста вӗсем. Вырӑс шкулӗнче вӗренеҫҫӗ пулин те чӑвашла тап-таса калаҫаҫҫӗ (пӗрин-иккӗшӗн акцент пуррине шута илмесен). Чӑн та маттур хӗрсем (арҫын ачасем курӑнмарӗҫ темшӗн...)!
Мала тухнӑ ачасен йышне вӗренӳ институчӗн сайтӗнче тунтикун тӗлне вырнаҫтарӗҫ.
Сӑнсем (162)
