Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Пирӗн чӑваш эстради вырӑс эстрадинчен нимпе те кая мар. Хӑйсен юрӑ шӑрантарӑвӗпе, тумӗ-юмӗпе эстрада ҫӑлтӑрӗсем ним мар куракансене тыткӑнлама пултараҫҫӗ. Чӑваш эстради ҫулсерен аммаланса, тӗрӗкленсе пырать. Чуна хумхантаркан хитре сасӑллӑ юрӑҫсем йышланни те хавхалантарать.
Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсене пӗр-пӗр концерт хутшӑнӑвӗнче ҫеҫ мар, малашне ятарласа Ю-ТV ӳкернӗ «Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑра та курма пулать. Ҫӗнӗ программа раҫҫей телевиденийӗнче «Россия 2» канал кӑтартакан «Субботний вечер» кӑларӑма ҫывӑх.
«Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑн пӗрремӗш кӑларӑмне авӑнӑн 15-мӗшӗнче «Центральный» ресторанта ӳкернӗ. Асӑннӑ шоу-программӑна ертсе пыраканӗсем — Данила Ленскийпа Алина Выйгетова. Кӑларӑма ҫак эстрада ҫӑлтӑрӗсем хутшӑннӑ: Ирина Музыкантова, Андрей Шадриков, Петр Ермолаев, Лариса Федорова, Вера Николаева, Аня Ефремова, Диана Павлова, «Хавас» ушкӑн, ЧР тава-тивӗҫлӗ артисчӗ, шоумен — Виктор Петров тата ыт. те. Кӑларӑм программинче — эстрада ҫӑлтӑрсемпе паллаштарни, юрӑ шӑрантарӑвӗ, шӳтлӗ сӑмах-ҫаврӑнӑш, ташӑсем.
«Пӗрле пулар-и?» шоу-программӑна курас текенсем ҫитес эрнесенче Ю-ТV каналпа курма пултараҫҫӗ. Шоу-программӑн иккӗмӗш кӑларӑмне ҫу уйӑхсенче ӳкерме тӗв тунӑ.
