Иртнӗ канмалли кунсенче 66 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗрпӳ районне кил хуҫалӑхне тӗрӗслеме кайнӑ. Анчах хайхискер ҫула кӗскетме шутланӑ та уй урлӑ утнӑ. Таврара тӗттӗмленнӗ, хӗрарӑм вара ниепле те ял патне тухайман, ҫухалса кайнӑ.
23 сехет те 40 минутра ватӑ хӗрарӑм полицие шӑнкӑравланӑ. Ӑна шырама ҪҪХПИ нарячӗ, следствипе оперативлӑ ушкӑн кайнӑ. Шырав ҫӑмӑлах пулман, уйра ҫырма-ҫатра, йывӑҫлӑ вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑма ҫыхӑну тытсах тӑнӑ. Йӗрке хуралҫисем сирена, фарӑсем ҫутнӑ. Апла пулин те хӗрарӑма ирхи 3 сехет тӗлнелле ҫеҫ тупма май килнӗ.
Ватӑ хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ йӗркеллех пулнӑ. Вӑл шыв кӑна пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑмӑн ҫухалнӑ япалисене те тупнӑ.