Ҫӗрпӳ районӗнче 17 ҫулти хӗрсем вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Юрать-ха, вӗсене тупнӑ. Халӗ вӗсем ашшӗ-амӑшӗ ҫумӗнче.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче велосипедпа ярӑнакан икӗ хӗр кану бази ҫывӑхӗнче пулнӑ. Вӗсем ку тӑрӑха лайӑхах пӗлмен. Телефонӗсем те тытман. Каҫхине 9 сехет ҫурӑра хӗрсем пӗрлехи диспетчер службине шӑнкӑравласа ҫитнӗ.
ШӖМӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи уйрӑмӗн полицескийӗсене тревогӑпа тӑратнӑ. Вырӑнти халӑх та шырава хутшӑннӑ. Тепӗр икӗ сехетрен пӗр ҫын хӗре вӑрманта шыраса тупнӑ. Ҫамрӑксемпе йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ шырава хутшӑннӑ ҫынсене тав тунӑ.