Хӑй тӗллӗн ӗҫлекен «Вояджер-1» аппарат Хӗвел системинчен тухнӑ. Кун пирки нумай пулмасть тӗнчери чылай МИХ пӗлтерчӗ.
Тӗрӗссипе вара, анлӑрах тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн космос аппарачӗ ҫӗнӗ уҫлӑха тухнине палӑртнӑ. Хӗвел ҫилӗн пусӑмне приборсем палартмаҫҫӗ пулин те ҫӑлтарсем хушшинчи уҫлӑха аппарат тухайман имӗш. Ҫӗнӗрен уҫнӑ уҫлӑх гелиосферӑран иртсен вырнаҫнӑ пулать, хальлӗхе ӑна «магнитлӑ шоссе» ят панӑ.
«Вояджер-1» Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи инҫете вӗҫнӗ ҫын ӑсталанӑ аппарат шутланать. Хальлӗхе вӑл пирӗн планетӑран 121,7 а.е. (1 а.е. Хӗвелпе Ҫӗр чӑмӑрӗ хушшипе тан, е 150 миллион ҫухрӑма яхӑн) инҫӗшре ҫеккунтра 17 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫул хывать. Космос уҫлӑхне ӑна 1977 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче вӗҫтерсе янӑ.