Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш Ене Шадриков ертсе пырӗ-и?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 26.01.2020 20:27 | 2009 хут пӑхнӑ
Политика

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки ҫӗршыври массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ӑмӑртмалла тенӗ пек хыпарлаҫҫӗ. Шел те, ыррипе мар. Михаил Васильевич пӑтӑрмахлӑ историе ҫине-ҫинех икӗ хутчен лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ.

Элтепер мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева Михаил Васильевич отставкӑна каймӗ тесе журналистсене ӗнентернӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах 73online.ru паян пачах урӑхла хыпарланӑ. «Симбирский шугожор» телеграмм-канал пирӗн региона Чӗмпӗр облаҫӗнчи районсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Шадрикова ертсе пыма шанӗҫ тесе ҫырнӑ. Халӗ А. Шадриков Тутарстанра экологи министрӗ пулса ӗҫлет. Каярах ку хыпара Хусанти «Бизнес-Онлайн» кӑларӑм тата ыттисем сарнӑ.

Александр Шадриков ячӗ Чӑваш халӑх сайтне вулакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар. Унӑн кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать, Шадриков ЧНК президенчӗпе Николай Угасловпа туслӑ тесе иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗри пӗлтернине кура эпир те хыпарланӑччӗ.

#ЧНК, #Элтепер, #Тутарстан, #тӳре-шара, #политика, #Чӗмпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3295.04.1353
2020.01.27 08:28
Agabazar
Чĕмпĕрти районсенчен пĕрне ертсе пыман.
Упиачи // 1584.27.8293
2020.01.27 11:29
Александр Шадриков Тутарстанри Сепрел районне пултарулла ертсе пыче. Сиреп дисциплиналла . сав тери хастар чаваш. Халах хисеплет ана .
Упиачи // 1584.27.8293
2020.01.27 20:50
Александр Шадриков тарашнипе Сепрел районен энциклопедине чавашла пичетлесе каларчес . Кун пек теслех Чаваш енре те сук пуле. Сепрелте тата чаваш ялесенче сулленех Акатуй ирттерессе.
Упиачи // 2943.71.8730
2020.01.27 22:43
Поздравляю. Теперь в объятия к татарам.
Не исключено что в чувашии появится новая экономическая зона. На республику наплюет федерация как исторические времена...
они будут жить барами, барами. Федорова хотели прислать, а мы отказались
теперь будем жить общинами, общинами. Как Назар лайт и вдумчиво обо всем указал
Agabazar // 1328.99.7921
2020.01.28 14:15
Agabazar
Шадриков Тутарстанри Çĕпрел районне ертсе пынă.

Унран маларах Чĕмпĕр хулинчи Сĕве-Леш-Ен районне ертсе пынă.

Хальхи вăхăтра Тутарсанта экологи министрĕ.

Вăл Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Саплăк (Элешке-Саплăк) ялĕнче çуралса ÿснĕ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем