Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Чӑваш орнитологӗ ҫитмӗл те ҫичӗ кайӑкпа паллаштарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.03.2020 04:41 | 1607 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри тата ҫӗршыври паллӑ орнитолог, Александр Яковлев, ҫитмӗл те ҫичӗ кайӑкпа паллаштарассине пӗлтерет. Заповедник тытӑмне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле вӑл «365 заповедных птиц» (чӑв. Заповедникри 365 кайӑк) ҫулталӑк марафонӗ ирттернӗччӗ.

Хальхине хастар орнитолог Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. 3–4 уйӑх йӗркелесе пыма шантарнӑ вӑл ҫак ӗҫе. Вӑл вӑхӑтра 77 кайӑкпа паллаштарӗ. «77 телейлӗ число», – тет орнитолог.

«77кайӑк (77 птиц) – «Ҫитмӗл те ҫичӗ кайӑк» марафонти пӗрремӗш кайӑк – тӑрна. Кашни кайӑкпах икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла – паллаштарма шантарнӑ.

«Тӑрна — Чӑвашри чи пысӑк кайӑксенчен пӗри. Юр ирӗлсе пӗтсен мӑшӑр шурлӑхлӑ вырӑнта йӑва ҫавӑрать, икӗ ҫӑмарта хураҫҫӗ. Чӗпсем тухсан шурлӑхра, ҫаран синче тӗрлӗ тымар-курӑк, вӑрӑ, ҫырла, шапа-пулӑ тупса ҫиеҫҫӗ. Хӗл каҫнӑ вырӑнсенчен тӑван тавралӑха ака уйӑхӗнче таврӑнаҫҫӗ. Йӑва ҫавӑрса чӗпсене ӳстерсе ҫунат ҫине тӑратнӑ хыҫҫӑн вӑрманти шурлӑхсенче пысӑк ушкӑнсене пуҫтарӑнаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче Сӑр тӑрӑхӗнче 1000-1500-е яхӑн тӑрна пулать. Вӗсем унта ҫывӑрма пуҫтӑранаҫҫӗ, апатланма вара тул ҫутӑлсанах Чулхула ҫӗрӗсем ҫинчи уйсене вӗҫсе каяҫҫӗ. Ҫав уйӑх вӗҫнелле кӑнтӑралла ҫул тытаҫҫӗ.

Пирӗн тӑрӑхра тӑрнасем ытларах Сӑр тӑрӑхӗнче тӗл пулаҫҫӗ. Пурӗ республикӑра 350-400 мӑшӑр йӑва ҫавӑрать. Ҫуркунне вӗҫекен ушкӑнсем пур ҫӗрте те палӑраҫҫӗ», – паллаштарнӑ Александр Яковлев тӑрнапа.

#ҫутҫанталӑк, #чӑвашлӑх, #автономи, #юбилейсем, #марафон, #орнитолог

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ялтан // 6529.5.4598
2020.03.30 08:06
"Çитмĕл çичĕ телейлĕ хисеп" тесен тĕрĕсрех мар-и?
Agabazar // 1545.79.4031
2020.03.31 18:28
Agabazar
Тăрна сăмахра пусăм палли кирлĕ мар, мĕншĕн тесен капла та паллă (Çеçпĕл Мишши йĕркевĕсене кура).

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем