Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Ен чиккисене ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.11.2012 23:19 | 1477 хут пӑхнӑ
Ҫӗнӗлле йӗркелеме сӗннӗ чикесем
Ҫӗнӗлле йӗркелеме сӗннӗ чикесем

Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн председательне Юрий Попова нумай пулмасть сӗнӳ ярса панӑ — чӑваш хастарӗсен ушкӑнӗ республикӑн чиккисене ҫӗнӗрен пӑхса тухма канаш панӑ. Ушкӑна кӗрекен Илья Алексеев каласа панӑ тӑрӑх вӗсен проекчӗпе килӗшӳллӗн Тутарстанпа Мари Эл ҫӗрӗсемсӗр пуҫне чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Чӗмпӗр облаҫӗн вырӑнӗсем кӗмелле. Ҫавӑн пекех Чулхула облаҫӗн Пильна районӗ шутне кӗрекен хӑш-пӗр лаптӑксене те куҫарма сӗннӗ. Сӗнӗве федераци шайӗнче пӑхса тухма ыйтнӑ.

Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн Пӑрачкавпа Улатӑр районӗсен ҫӗрӗсене республикӑран илсен аван пулмалла пек.

Сӗнӗвӗн тулли тексчӗпе «Ирӗклӗ сӑмах» сайтӗнче паллашма пулать.

#Мари Эл, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Чулхула облаҫӗ, #Тутарстан, #политика, #Чӑваш Ен, #Пӑрачкав районӗ, #Улатӑр районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i383.html
 

Комментари:

2012.11.12 00:30
Аçтахар Плотников
Эп хам пулнă пулсан Улатăрпа Пăрачкав районĕсене паман пулăттăм. Унта чăвашсене ытларах куçармалла та — вĕсем вара чăвашла районсем пулса тăрĕччĕç.
2012.11.12 00:35
Аçтахар Плотников
Кунашкал сĕнӳпе эп хам килĕшетĕп.
//хальхи чикĕсене палăртнă чухне «Мускав» республикăра чăвашсем кăна ан пулччĕр тесе Улатăрпа Пăрачкава хушнă теççĕ.
2012.11.12 00:53
Аçтахар Плотников
Чăннипе ку сĕнӳ çĕнĕлех мар. «Хыпарăн» пĕр кăларăменче те пурччĕ унашкал сĕнӳ. Унта сăмах Тутарстанăн Çĕпрел районĕпе Чĕмпĕр облаçĕн Цильна районĕ (çаплаччĕ пулас) пирки пыратчĕ. Тĕслĕх вырăнне статьяра 1960-мĕш çулсенче Киров облаçĕн Шаранга районне Чулхула облаçне куçарнине усă курнăччĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем