Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленес ӗҫ хӗрсех пырать. Юр кӑна ҫитмест ӗнтӗ.
Акӑ «Ростелеком» ҫурчӗ умне ҫитес ҫул паллине – шӑшие – вырнаҫтарнӑ. Каласа хӑварар: 2020 ҫул – тимӗр йӗкехӳре ҫулталӑкӗ.
Шӑшие папье-машерен хатӗрленӗ, вӑл 3 метр ҫӳллӗш. «Шӑши кӳлепи пурне те килӗшессе, фотосесси тумалли вырӑн пуласса шанатпӑр», - ҫапла ҫырнӑ влаҫ органӗсен порталӗнче.
Сӑмах май, «Ростелеком» умне кашни Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫитес ҫул паллине вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫынсем ҫав кӳлепесен умӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.
Анаткас // 3548.0.0327
2019.12.30 13:33 | |
Ирт мала . Йекехуре ! Хапалах усатпар алак. Иртехсе сес ан суре . ирттер савнаспа султалак! | |
