Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш академи драма театрӗ гастроле кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 27.11.2019 20:11 | 1495 хут пӑхнӑ
Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем паян ирпе ирех Самар тӑрӑхне тухса кайнӑ.

Виҫӗ кунлӑх гастролӗн малтанхи кунӗнче артистсене асӑннӑ тӑрӑхри Димитровград хулинче кӗтеҫҫӗ. Унти А. Островский ячӗллӗ драма театрӗн сцени ҫине чӑваш артисчӗсем «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакльпе тухнӑ. Ӑна А. Попов пьеси тӑрӑх лартнӑ.

Ыран Тольятти хулинчи 93-мӗш вӑтам шкула ҫитме шухӑшлаҫҫӗ. Самар тӑрӑхӗнчи ачасене чӑваш сценин ӑстисем «Космический спецназ и волшебная сила» вырӑсла юмах (ӑна В. Соболев пьеси тӑрӑх лартнӑ) кӑтартӗҫ.

Эрнекун, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Шӑмӑршӑра чарӑнӗҫ. Унти культура ҫуртӗнче вӗсем «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакль кӑтартма палӑртнӑ.

#Тольятти, #гастрольсем, #театрсем, #спектакльсем, #Самар облаҫӗ, #Димитровград, #ачасем, #Шӑмӑршӑ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3244.38.1634
2019.11.27 20:55
Agabazar
Ĕнтĕ К.В.Иванов ячĕллĕ театр та вырăсла спектакльсем лартма пуçланă-и?
Вулакан // 7442.3.1963
2019.11.28 13:48
Сысна Чӑваш драмтеатр афишӑ ҫинче пичетленнӗ. Питӗ намӑс! Мӗнле пуҫпа, шухӑшпа ҫакна тунӑ?! Чӑвашсем ҫинчен култармалли?!
Agabazar // 9330-2994
2019.12.01 10:16
Agabazar
Çав тери сысна какайĕ çиес килет!
Илле // 3477.28.2308
2019.12.01 23:11
Димитровград вăл Чĕмпĕр тăрăхне кĕрет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем